Контент патне куҫ

Çатракасси (Сарапакасси ял тăрăхĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ҫатракасси
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шупашкар
Ял тăрăхĕ Сарапакасси
Координатсем 55°59′49″ с. ш. 47°10′34″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83240
Почтă индексĕ 429506
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 244 852 001
Çатракасси (Сарапакасси ял тăрăхĕ) (Раççей)
Точка
Çатракасси (Сарапакасси ял тăрăхĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Çатракасси, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял. Шупашкар таран 19 ҫухрӑм, Кӳкеҫччен — 10 ҫухрӑм, чукун ҫул станцийӗ ҫити — 4 ҫухрӑм.

Ялти урамсем: Уй, Юханшыв, Совет, Хӗвел, Чечек, Тӗп, Шкул, Симӗс, Ҫӗнӗ, Туслӑх, Мир, Ҫаран.

Вырӑсла ял ячӗ ҫапла ҫырӑннисем тӗл пулаҫҫӗ: Первая Хочехматова (Хоч-Ахмат), Хочетметева, Хочехматова.

Чӑвашла ял ятне 1920 ҫулта хут ҫине Ҫатра-Хочахмат тесе ҫырни пур.

Ҫатракасси ялӗ (2023, раштав, 14)

Ял ятсӑр юханшыв хӗрринче вырнаҫнӑ, вӑл Йӑршшу шывне юхса кӗрет.

Ялти ҫырмасем: Ҫӗнкил ҫырми, Аҫа ҫапман ҫырми, Тилӗ варӗ, Пилӗк пӳрт варӗ, Лор-Лор ҫырми.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта ытларах енӗпе (2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх — 96%) чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Халӑх йышӗ
Ҫул Кил Арҫын Хӗрарӑм Пурӗ
1719 136
1763 195
1795[1] 57 222 229 451
1858 96 107 203
1897 134 136 270
1926 77 150 182 332
1939 177 198 375
1979 119 137 256
1989 135 177 312
2002 242 264 506
2010 278 278 556
2012[2] 547

Ялта шкул, ача пахчи, фельдшерпа акушер пункчӗ, ял клубӗ, вулавӑш, спорт лапамӗ, «Раҫҫей Почтин» ҫыхӑну уйрӑмӗ, 2 лавкка пур.

Тӗп урамра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк пур.


  1. ^ Ялтан уйрӑлса тухнӑ виҫӗ каспа пӗрле
  2. ^ Численность населения районов Чувашской Республики